lorem
       
Срочно требуются: учитель информатики, учитель математики, учитель русского языка и литературы. Тел. 51-07-79
Директор
Шестакова Надежда Ивановна


счетчик посещений

Новости

Шупашкарăн 22-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни иртет

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче чăваш чĕлхи эрни пырать. Пирĕн шкулта та çак кунсенче чăваш чĕлхине халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Мероприятисене чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫул тултарнине тата чӑваш чӗлхи кунне халалланă. Çак мероприятисене чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе шкул ачисем хутшăнаççĕ. Пĕрисем сăвăсем калаççĕ, теприсем ÿкереççĕ, виççĕмĕшĕсем викторинăсене хутшӑнаҫҫӗ.

Шкул библиотекинче «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере» кӗнеке выставки уҫӑлчӗ. Куравра И.Я. Яковлевӑн, Г.Н. Волковӑн калавӗсем, паллӑ чӑваш ҫыравҫисен – Георгий Орловӑн "Тривим йысна калавӗсем", Николай Шелепин "Кушакпа Автан", Мария Ухсайӑн "Улаҫка" тата ытти кăсăклă произведенисене курма пулать. Пӗчӗк вулакансем чăваш ҫыравҫисем хайланă ача-пӑча произведенийӗсемпе паллашма библиотекӑна савӑнсах ҫӳреҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 4-мӗшпе 5-мӗш классем хушшинче «Патриарх биографийӗн страницисем» викторина иртрӗ. Викторина ыйтăвĕсене чăваш халăхĕн çутта кăлараканне, И.Я. Яковлев халалланă. Кунта тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. Ачасем малтан мĕн вĕреннине пĕтĕмпех аса илчĕҫ. Хăш-пĕр ыйту хуравĕсене ачасем пĕлеймерĕç, çавăнпа та И.Я. Яковлев пултаруллăхне татах тĕпчемелли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.

Ачасем хулара пулакан мероприятисене хутшӑнма та ӗлкӗреҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пирӗн шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсем Шупашкар хулин 1-мӗш гимназийӗнче ирттернӗ «Ҫӗр пин тӗлӗнтермӗш ҫӗршывӗ» квест вӑйӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерет. Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси, çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси, тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси, анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси. Акӑ паян ҫак викторинӑна 7, 8, 9-мӗш классем хутшӑнма хапӑл турӗҫ, савӑнсах викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Ыранпа виҫмине вара 10-мӗшпе 11-мӗшсем те хутшӑнасса шанатпӑр, вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.

Чӑваш чӗлхи эрнине халалласа кашни класрах «Манӑн ҫӗршывӑм - Чӑваш Ен» класс сехечӗсем иртеҫҫӗ. Класс ертӳҫисем тӑван ене, тӑван кӗтесе юратмалли ҫинчен аса илтерӗҫ.

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Чӑваш букварӗн историйӗ» вӑйӑ конкурс иртӗ. Ку конкурс «Кам миллионер пуласшӑн» вӑйӑ пек те, кам ытларах ыйтусем ҫине тӗрӗс хурав панине палӑртса та ирттерӗпӗр.

Чӑваш чӗлхи эрнинче рисовани урокӗсенче те И.Я.Яковлев пултарулӑхӗпе паллашаҫҫӗ, унӑн калавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем ӑсталаҫҫӗ.

Пирӗн халӑхӑмӑр хӑйне ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ, чӑваш букварьне парнеленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхнчи вак халӑхсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева сума суса та асра тытса 5-мӗш класс ачисем унӑн бюсчӗ умне чечексем хурӗҫ. Пӗтӗм мероприятие хутшӑннӑ хыҫҫӑн шкул ачисем кăмаллă пуласса шанатпăр.

 

Контакты:
428027, Чувашская Республика,
г. Чебоксары, ул. Кукшумская, д.19
Директор: 8(8352)-51-05-62
Приемная: 8(8352)-51-07-79
Зам. директора: 8(8352)-51-33-42
Педагог-психолог: 8(8352)-51-33-42
Мед кабинет: 8(8352)-51-33-42
Вахта: 8(8352)-51-30-27
Почта: cheb-school22@rchuv.ru
План проезда
Snow
Министерство просвещения Российской Федерации
Snow
Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики
Snow
Управление образования администрации города Чебоксары
Snow
Чувашский Республиканский Институт образования
Snow
Центр мониторинга и развития образования

Все персональные данные на сайте
размещены с согласия субъекта персональных данных.