Новости
Коллектив обучающихся 2В класса МБОУ «СОШ № 22» г. Чебоксары победитель республиканского фестиваля-конкурса «Детский Акатуй – 2018»
Ĕнер А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-конкурс иртрĕ.
Шупашкар хула администрацийĕ уява пиллĕкмĕш хут йĕркелет. Мероприятире тĕрлĕ станци ĕçлерĕ. "Асамлă парне" ăсталăх класĕнче хĕрачасем çипрен мăй çакки ăсталарĕç. Çав вăхăтра арçын ачасем "Чăваш паттăрĕ" лапамра вăй виçрĕ. Чи вăйли, чи патварри ята Илья Суванов тивĕçрĕ.
Ачасем республикăн паллă çыннисене, вырăнĕсене, йăли-йĕркисене пĕлеççĕ-ши? Маттурсем "Манăн Чăваш Ен" сăмах каçмăш тупсăмне шырарĕç. "Ай, ташлар-и чăваш ташшине?" ăсталăх класĕнче ура хуçса хаваслă хусканусем турĕç. Унсăр пуçне "Чана чĕпписем", "Чăваш эрешĕсем", "Курăс вĕренĕ" вăйăсем иртрĕç. "Автан вăййине" вара арçын ачасем те, хĕрачасем те хаваспах хутшăнчĕç.
Хореографи искусствин конкурсĕнче вара Шупашкарти 22-мĕш шкул вĕренекенĕсем чи чаплă ташлакансем пулчĕç.
Вĕсене тортпа, дипломпа чысларĕç. Саламлатпăр!
Смотреть все новости
|